Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова ӗҫрен кӑларӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫлӗ хутра уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствинче кадрпа ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Ҫав кун Андрей Германова республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Олег Николаев алӑ пуснӑ йышӑнура министр ҫумне ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине каламан.
Андрей Германов Шупашкара Тверь хулинчен куҫса килнӗ. Вӑл 56 ҫулта пулнӑ. ЧР Промышленность тата энергетика министерствинче вӑл виҫӗ уйӑх ӗҫленӗ. Министр ҫумӗ пулма ӑнапнлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шаннӑ.
Евгений Герасимов министрӑн халӗ пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл – Сергей Лекарев.
Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Анастасия Трутнева.
Кунта ӗҫлеме пуҫличчен вӑл Владимир облаҫӗнчи уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулнӑ. Банкӑн Атӑл-Волга банкӗн председателӗ, вице-президенчӗ Петр Колтыпин ҫӗнӗ управляющи пирки «тухӑҫлӑ ертӳҫӗ» тесе хакланӑ.
Анастасия Трутнева Иркутскри патшалӑх экономика академийӗнчен 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл экономика факультетӗнчен «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Банк тытӑмӗнче 2001 ҫултанпа тӑрӑшать.
«Работа в России» (чӑв. Раҫҫейри ӗҫ) trudvsem.ru вакансисен бази пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче шалу енчен чи илӗртӳллӗ ӗҫ вырӑнӗсен шутне инженерсем, механиксем, машинистсем, пилотсем, программистсем тата стоматологсем кӗнӗ.
Пысӑк квалификациллӗ инженерсем уйӑхне 300 пин тенкӗ таран ӗҫлесе илме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Хабаровск тӑрӑхӗнче сӑрт-ту предприятийӗсенче ҫавӑн пек тӳлеҫҫӗ иккен. Калиннград тата Челябинск облаҫӗсенче инженерсене уйӑхсерен 200 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Чукоткӑра, Тутарстанра, Якут Республикинче ҫӗр чавакан тата тиекен машинӑсемпе ӗҫлекен машинистсемпе механиксем 200-300 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ.
Свердлов, Красноярск, Ямал-Ненецк, Воронкж, Камчатка, Ханты-Манси, Саха (Якути) тӑрӑхӗнче стоматологсем, инфекционистсем, терапевтсем, анестезиолог-реаниматологсем кирлӗ. Вӗсене 100 пин тенкӗ таран тӳлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччеӗ. Ку должноҫе йышӑнмалли ҫын тупӑннӑ та – Шупашкарти Николаев паркӗн директорӗнче ӗҫленӗ Георгий Богуславский ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Халӗ Светлана Каликова министрӑн виҫӗ ҫум: Татьяна Казакова, Надежда Павлова тата Георгий Богуславский. Надежда Павлова ҫавӑн пекех йӗркелӳ ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ те.
Каласа хӑварар: Георгий Богуславский Кисловодскра ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ, Мускаври М.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне пӗтернӗ. Николаев ячӗллӗ парк директорӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Смоленскра ҫуралнӑ Денис Борисов. Маларах ҫак тивӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑччӗ, халӗ тилхепене ӑна шанса пама йышӑннӑ.
Денис Борисов суд приставӗсен тытӑмӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Маларах вӑл Мускавра тӑрӑшнӑ, суд приставӗсен Савелов районӗнчи пайӗнче аслӑ пристав пулнӑ.
Денис Борисова «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ тата «ПМ-9-мм» пистолет парса хавхалантарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушу кӑларнӑ.
Елена Чернова ку должноҫре 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Унччен вӑл Муркаш районӗнче вӑй хунӑ, район администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
Палӑртмалла: халӗ культура министрӗн Светлана Каликовӑн икӗ ҫум юлнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗркелӳ ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ те шутланать.
Паян Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырӗ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Павел Данилов Чӑваш Еншӗн ют ҫын мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Павел Данилов Плеханов ячӗллӗ Раҫҫей экономика академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫ биографине банк тытӑмӗнче пуҫӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн пулӑшуҫи те пулнӑ, коммерци тытӑмӗнче тимленӗ.
Ҫакна палӑртар: Павел Даниловӑн ашшӗ Владимир Данилов (вӑл пӗлтӗр вилнӗ) Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ – вӗренӳ министрӗ пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри рескомӗн III пленумӗ хӑҫан иртесси паллӑ. Ӗнер, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, реском бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пленума хӑҫан ирттерессине татса панӑ. Коммунистсен пӗлтерӗшлӗ пухӑвӗ нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехетре иртмелле.
Бюро ларӑвӗнче реском валли «Соболь» автомобиль туянас ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Автомобиль илме партин Тӗп комитечӗ укҫа уйӑрӗ.
Пленумра коммунистсем партин рескомӗн пӗрремӗш секретарьне тата бюро пайташӗсене суйлӗҫ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, Мускавра парти пайташӗсем реском пӗрремӗш секретарӗ пулма Александр Андреев тата Алексей Шурчанов кандиадтурисене тишкернӗ. Унтисем Алексей Шурчанова сӗннӗ.
Аса илтерер: рескомӑн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов пулнӑччӗ, пӗлтӗрхи раштавӑн 18-мӗшӗнче вӑл ӗмӗрлӗхе куҫ хупрӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путин хушӑвӗпе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Альберт Савинцев полковника шаннӑ.
Альберт Анатольевич Савинцев Мари Элта 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин органӗнче 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Ене киличчен Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗп аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл патшалӑхӑн тӗрлӗ наградине тивӗҫнӗ.
Федерацин хӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленине 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ Игорь Кобыляченко генерал-майор урӑх должноҫе куҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |